Контент патне куҫ

Windows 95

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Image
Windows 95
Рабочий стол Windows 95
Windows 95 ĕçлев сĕтелĕ.
Тăвакан Microsoft
ОС çемьи Windows 9x
Пĕрремĕш кăларăм 1995 çулхи çурлан 24-мĕшĕ[1]
Юлашки верси OEM Service Release 2.5 — 1997 çулхи чӳк, 26
Тĕшĕсен тĕсĕсем монолитлă тĕшĕ
Лицензи Проприетарлă
Тăрăм 2002 çулхи раштав, 31 тытса тăма пăрахнă
Веб-сайт www.microsoft.com/windows95

Windows 95, — 1995 çулхи çурла уйăхĕн 24-мĕшĕнче Microsoft корпораци кăларнă 16-/32-разрядлă операци системи.

Windows 95-ре малтан уйрăм ĕçлекен Windowsа тата MS-DOSа пĕрлештернĕ. Windows 95 16-разрядлă процессорсем çинче ĕçлемен.

Кăларăмĕсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Аяларах Windows 95-ĕн тĕп кăларăмĕсене эсир курма пултартăр.

КăларăмВерсиÇулIE версийĕUSB пур, е çукFAT32 усă курассиDMA усă курасси
Windows 95 Retail4.00.9501995çук (1.0 Plus Pack-ра)çукçукçук
Windows 95 Retail SP14.00.950A1995çук (1.0 Plus Pack-ра)çукçукçук
OEM Service Release 14.00.950A19951.0çукçукçук
OEM Service Release 24.00.1111 (4.00.950B)19963.0çукпурпур
OEM Service Release 2.14.03.1212-1214 (4.00.950B)19963.0пурпурпур
OEM Service Release 2.54.03.1214 (4.00.950C)19974.0пурпурпур

Малтан Windows 95-е 13 дискета çинче, е 1 CD çинче (ун çинче нумай хушса панă файлсем пулнă) сутнă. Windows 95 тухнă çĕре ĕлкермен пирки хăш-пĕр япалана Microsoft Plus! пакета кĕртнĕ (тĕслĕхрен, Internet Explorer).

Малтанхи версинче Интернетпа ĕçлемелли хатĕрсем пулман, анчах та ĕç сĕтелĕ çинче «Microsoft Network» палли пулнă. Ăна кайран çеç унтан кăларса пăрахнă.

Асăрхавсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]